Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кинчерти пӗтӗмешле тӗп пӗлӳ паракан шкул

Кинчерти пӗтӗмешле тӗп пӗлӳ паракан шкул — Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Кинчерти шкул.

Директор — Андреев Валерий Васильевич

Кӗскен

Кӗҫӗн классенче 24, вӑтам классенче 30 ача вӗренет (2010-2011 в.ҫ.). Пурӗ 15 вӗрентекен ӗҫлет.
Шкулӑн спортзал, стадион, 40 ача вырнаҫмалӑх апатлану пӳлӗмӗ, вулавӑш, компьютер класӗ пур.
Шкул 5 гектар ҫӗр йышӑнать, вӗсенчен 1,5 га — пахча-ҫимӗҫ ӳстермелли ҫӗр.
Шкулта таврапӗлӳҫӗ кӗтесӗ пур.

Шкул ҫулне ҫитменнисен «Хӗвел» ушкӑн

Ушкӑн шкулӑн кивӗ ҫуртӗнче вырнаҫнӑ.
Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ку ушкӑна 15 ача ҫӳренӗ. 2 воспитатель тата 1 музыка ӗҫченӗ вӗсемпе кун ирттереҫҫӗ. Ачасем тунтикунпа эрнекун хушшинче ҫӳреҫҫӗ. Уроксен тӑршшӗ — 20 минут.
Ку ушкӑн шкулта 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ӗҫлет.

Шкул кун-ҫулӗ

Чи малтан ку шкула 1882 ҫулта (Таса Курий шкулӗ) асӑнни пур. Ӑна Ҫӳлти Кинчер ял халӑхӗ тытса тӑнӑ. Вӑл вӑхӑтра ку шкула Ҫулти Кинчер, Ҫӗнӗ Кинчер тата Улмалуй ялӗнчи ачасем ҫӳренӗ. Шкулта пӗрле пурӑнмалли пӳлӗмсем пулнӑ.
Пӗрремеш вӗрентекенсем шутӗнче А.С.Белоусов (1891-1892 в.ҫ.), Феодора Тимофеева (1910-1911 в.ҫ.) пулнӑ. В.П.Васильев саккунсене вӗрентнӗ. Шкул ҫумӗнче хор пулнӑ.
Таса Курий шкулӗ 30 ҫул хушши ӗҫленӗ. 1912 ҫулта Ҫӗнӗ Кинчерте земство шкулӗ уҫӑлнӑ. Малтанхи вӗрентекенсем Илья Павлович Павлов, Сергей Тереньевич Муравьев пулнӑ.
1919 ҫултанпа — пуҫламӑш совет шкулӗ (4 ҫул вӗрентнӗ).
1940 ҫултанпа — тулли мар ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул.
1959 ҫултанпа — тулли мар сакӑр ҫул вӗренмелли шкул.
1990 ҫултанпа — тӑхӑр ҫул вӗренмелли шкул.
2002 ҫултанпа — пӗтӗмешле тӗп пӗлӳ паракан шкул.
Ҫӗнӗ ҫурта 1962 ҫулта хута кӗртнӗ. 1970 ҫулта ун ҫумне тата 3 класс пӳлӗмӗ хушнӑ.

Шкул директорӗсем

  • 1930-мӗш ҫулсем — П.Шушпанов
  • 1938-1942 — Я.И.Иванов
  • 1942 — Е.Д.Данилова
  • 1942-1943 — Шевырева
  • 1943-1946 — Е.И.Афанасьева
  • 1946-1959 — И.П.Петров
  • 1959-1969 — В.П.Петров
  • 1969-1978 — А.А.Иванов
  • 1978-2002 — А.Ф.Смирнова
  • 2002-2010 — М.Б.Крылова.
  • 2010 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа — Андреев Валерий Васильевич.

Адрес

Шкул адресӗ: 429413, Вӑрмар районӗ, Ҫӗнӗ Кинчер ялӗ, Шкул урамӗ, 6 ҫурт.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-04 15:23:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2357 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем